Чӑваш чӗлхи кунӗпе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Телеграмри хӑйӗн страницинче саламланӑ.
«Анне чӗлхи илӗртӳллӗ, ҫепӗҫ те илемлӗ, янӑравлӑ та юрӑ пек кӗвӗллӗ. Ҫӗр ҫинчи пин-пин чӗлхе йышӗнче тӑван чӗлхе чи хакли пулӗ. Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.
Эпир ӑна чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче уявлатпӑр. Вӑл тӑрӑшнипе паян тӑван чӗлхепе калаҫма, ҫырма, вулама пултаратпӑр. Аслӑ вӗрентекенемӗр чӑваш халӑхне чӗлхене упрама пиллесе хӑварнӑ. Ҫак пиле манас марччӗ!
Куллен тӑван чӗлхепе пупленӗ чухне, вӑл чӗрӗ пулӗ! Чӑвашла калаҫасчӗ! Уяв ячӗпе!» — тесе ҫырнӑ министр.
Паян пирӗн республикӑра Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырнӑ.
Акцин тӗп тӗллевӗ — тӑван чӗлхене сыхласа упраса хӑварасси тата аталантарасси.
Кӑҫал Чӑваш Енре экологи ҫулталӑкӗ пулнӑ май диктант темине ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннине суйласа илнӗ. Диктанта Ҫемен Элкерӗн «Чӑваш вӑрманӗ» хайлавӗ тӑрӑх ҫырнӑ.
«Ҫыракансем палӑртнӑ тӑрӑх, текст йывӑр пулман. Ӑна кӗҫӗн ҫулхисем те пиллӗк паллӑ илме пултарнӑ.
«Пӗтӗм чӑваш диктантне» Чӑваш Енри тӗрлӗ учрежденире ҫырчӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем Шупашкарта кӑна 4 вырӑн палӑртнӑ», – тесе хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑван чӗлхе вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре – вӑй» ятпа регионсем хушшинчи форум иртет. Вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫланнӑ, ыран вӗҫленӗ.
Форума Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уҫнӑ. Ӗнерех И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче педагогика ӑсталӑхӗн меслетлӗх фестивалӗ иртнӗ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактив заданисем иртнӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне те унта ҫырнӑ.
Ыран воркшоп, поэзи фестивалӗ, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче пуху иртӗ.
Етӗрне округӗнчи Кӑкшӑм шкулӗнчи медиацентр чӑваш культурине халалласа репортажсем хатӗрлет. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ пуҫарӑва шкул хастарӗсем чӑваш чӗлхи эрнипе ҫыхӑнтарнӑ иккен. «Хальлӗхе вӗсем чӑваш литератури тата чӑваш ӑсти ҫинчен видеороликсем хатӗрленӗ», — тесе хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
«Центр и периферия» ӑслӑлӑх журналӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн Геннадий Николаевӑн, истори наукисен кандидачӗн Геннадий Николаевӑн статйи пичетленсе тухнӑ.
Унта институтӑн ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Паянхи куна илсен, асӑннӑ учреждени академи евӗрлӗ центр пулса тӑрать. Унта чӑваш чӗлхин, литературин, историйӗн, археологийӗн, этнологийӗн, антропологийӗн, ӳнерӗн ыйтӑвӗсене теори тата ӑслӑлӑхпа прикладной енӗпе тӗпчет.
РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗ ҫак кунсенче бета-верси шайӗнче ӗҫленинчен тухнӑ. Кун пирки, Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пынӑ май, ҫӗнӗ энциклопедин Раҫҫей чӗлхисемпе ӗҫлекен пай хыпарлать.
Бета-режимран ҫаван пекех ытти уйрӑмсем те тухнӑ: тутар, пушкӑрт, мӑкшӑ, мари, саха тата ыттисем. Вӗсемсӗр пуҫне тепӗр ҫӗнӗ сакӑр уйрӑм хушӑннӑ — бурят, вепс, ингуш, калмӑк, коми, коми-пермяк, карел (ливвик пуплевӗ) тата хакас чӗлхисен уйрӑмӗсем. Вырӑсла уйрӑма шутласан пурӗ 20 уйрӑм пулать.
РУВИКИнчи чӑвашла уйрӑм иртнӗ ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ. Унтанпа вӑл 500 ытла ҫӗнӗ статьяпа пуянланнӑ. РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗнчи материал ытларах пайӗпе Википедирен илнӗскер (вӗсене Creative Commons Attribution-ShareAlike лицензипе килӗшӳллӗн копилесе илнӗ; ку лицензипе килӗшӳллӗн РУВИКИрен те Википедине копилеме юрать), апла пулин те чылай материала якатнӑ, йӗркене кӗртнӗ. Тепӗр уйрӑмлӑх — кунти текстсене ҫырнӑ май чӑваш саспаллисен кириллица пайӗнчи саспаллисемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ, унччен латин пайӗнчисемпе ҫырнисене кириллица пайӗнчи саспалли ҫине ылмаштарса пыраҫҫӗ.
Малашнехи планра — ҫӗнӗ 2.0 калӑплав ҫине, вырӑс уйрӑмӗ пекех, куҫасси.
«Электронлӑ сӑмахсар» сайт паян ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Сӑмах 1982 ҫулта Мефодий Чернов хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑвашла-вырӑсла фразеологи словарӗ» пирки пырать. Ку сӑмахсарта эсир глаголпа ят сӑмах фразеологизмӗсене тупма пултаратӑр. Словарьти чылай статьяна тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ.
Ку ӗҫе Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫывхарса пынӑ май пурнӑҫланӑ. Электронлӑ варианта вырнаҫтарас ӗҫе пурнӑҫлакансем: Николай Плотников (словаре сканерлани, саспаллани, сайта вырнаҫтарни), Алина Иванова (текста саспалланӑ хыҫҫӑн тӳрлетсе тухни).
Аса илтеретпӗр, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» тӑрӑшнипе тытса тӑракан «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра паянхи куна илес пулсан тӗрлӗ словарьсемпе паллашма пулать: чӑвашла-вырӑсла словарьсем, вырӑсла-чӑвашлисем, ҫавӑн пекех кунта чӑвашла-эсперанто, чӑвашла-нимӗҫле, чӑвашла-тутарла тата ытти куҫару словарӗсем пур. Унсӑр пуҫне сайтра этимологи тата ытти йышши сӑмахсарсене вырнаҫтарнӑ. Паян, тӗслӗхрен, сайт фразеологи словарӗпе пуянланчӗ.
Пушкӑртстанра «Халӑх туслӑхӗ – кӗнекере» наци ача-пӑча литературин регионсен хушшинчи кунӗ иртнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Мероприятие Ӗпхӳри А.З. Валиди ячӗпе хисепленекен Наци библиотекинче йӗркеленӗ. Унтан Чӑваш Енрен те ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ. Вӗсене сӑнӳкерчӗкре курма пулать.
Пушкӑртстанра пурӑнакан чӑвашсемпе те тӗлпулу иртнӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче пӗтӗм тӗнчери V ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» ят панӑ ӑна.
Конференцие уҫнӑ ҫӗре Культура колледжӗн халӑх инструменчӗсен «Крещендо» ансамблӗ тата Шупашкарти 60-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.
Культура институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхене упраса хӑварас ыйту тавра ҫивӗч калаҫу пулса иртнӗ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Эрне ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Машукпа Мишук» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна В. Швембергер ӗҫӗпе лартнӑ.
Спектакле театр ака уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсенче 12 сехетре, 27-мӗшӗнче 15 сехетре кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» моноспектакль пулӗ. Унӑн авторӗ – Ольга Туркай.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |